суббота, 5 июля 2008 г.

Эпĕ пулăттăм саншăн хĕвел!

Хĕвел тĕнчене савнă пек,

Хăш чухне питĕ йăвашшăн,

Хăш чухне питĕ хĕрÿллĕн,

Савăттăм сана кашни кун.

Хĕвел пайăркисем пулса

Ăшшăн çупăрлăттăм сана.

Ун чухне сисейместĕнччĕ эс,

Ун чухне пĕлместĕнччĕ те эс ,

Ху ман ытама лекнине,

Ху ман ытамра пулнине.

Хĕвел мар, ку эпĕ, эпĕ

Сана юратса савнине.